Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Фермер акана хатĕр

– ПЫТАРМАСĂР каласан, иртнĕ çула начар мар вĕçлерĕмĕр, - тет Чукалти «Пулмантăш» фермер хуçалăхĕн ертÿçи В.Симурзин. – Çакă кăçал та тата тăрăшарах ĕçлеме хистет.

Хуçалăхра пĕлтĕр кĕр тыррисене 30 гектар акса хăварнă. Фермер каланă тăрăх, хĕл юрсăр пулчĕ пулин те калчасем чиперех хĕл каçни иккĕлентермест. Минераллă удобренисемпе апатлантарсан, калчасем вăй илсе çĕкленĕç.

Кăçал вăл 35 гектар тулă, 15 гектар сĕлĕ акма шутлать. Нумай çул ÿсекен курăксем те пур, вĕсен лаптăкĕ – 30 гектар.

Юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çеç мар, фермерсем те çĕр улми сахалран та сахалрах лартса ÿстерме пуçларĕç. В.Симурзин вара «иккĕмĕш çăкăр» валли кăçал 10 гектар уйăрать, вăрлăх çителĕклĕ.

Минераллă удобренисемсĕр те пысăк тухăç илеймĕн. Хуçалăхра вĕсем те пур. Техника юсавлă – хире тухма хатĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 апреля 2009
00:00
Поделиться