Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Чăваш Ен - çĕр улми çĕршывĕ

Чăваш Енре çитĕнтерекен çак çимĕçе хамăр тăрăхра кăна мар, Раççейĕпех пĕлеççĕ. Ăна туса илнĕ чухне минерал удобренийĕпе ытлашши усă курманран вăл кĕрпеклĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукт пулнине палăртаççĕ специалистсем.

2008 çулхи ĕç кăтартăвĕпе Раççей Федерацийĕнче Чăваш Республики çĕр улми çитĕнтерессипе - 3-мĕш, ăна ытларах туса илессипе 7-мĕш вырăнсене йышăнчĕ. Эппин, çĕршыв шайĕнчи пысăк форума йĕркелекенсем “Çĕр улми çитĕнтерес ĕçри инноваци аталанăвĕн малашлăх тĕллевĕсем” ăслăлăхпа практика конференцине тата курава Шупашкарта ирттерни сăлтавсăр мар.

“Çĕр улми - 2009” отрасль куравĕ ĕнер Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче уçăлчĕ. Унта хутшăнакансене çак пулăмпа саламлама ЧР Президенчĕ Николай Федоров килсе çитрĕ, сăмах каларĕ. “Эпир çынсем юратса çĕр улми ÿстернипе паллашрăмăр. Вĕсем конкуренцире чăтăмлă паха продукци туса илсе ялпа хулана комплекслă аталанма пулăшаççĕ. Паянхи куравра мĕн пуррине 1-1, 5 çулталăкран пурнăçа кĕртмелле. Чăваш çĕр улмийĕн сумĕ сарăлни пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна малалла аталантармалла: кризис вăхăтĕнче те, ахаль чухне те. Конкуренци тапхăрĕнче паха продукт кăна туса илмелле, тухăçне ÿстерессишĕн тăрăшмалла”, - палăртрĕ Николай Федоров. Унтан Мускав мэрĕпе Юрий Лужковпа Раççей тĕп хулине нумай çул чăваш çĕр улмийĕпе тивĕçтерсе тăрассипе килĕшсе татăлнине пĕлтерчĕ.

Курава пурĕ 47 предприятипе организаци хутшăнчĕ: 2-шĕ - Германирен, 13-шĕ - Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен, Мускав, Ленинград, Воронеж, Самар, Чулхула облаçĕсенчен, Краснодар крайĕнчен, Тутар Республикинчен, 32-шĕ - Чăваш Енрен.

Çавăн пекех курава Раççейри “Евротехника” АУО, “Агропарк”, “Август”, “Агротрейд” фирмăсем те экспонатсем тăратнă. Ярмăркка-курава килнисем шукăль вырнаçтарнă “Çĕр улмине мухтав” /Комсомольски районĕ/, “Санары” /Вăрнар районĕ/ çĕр ĕç фирмисен, “Красное знамя” ЯХПК /Патăрьел районĕ/, “Ударник” /Муркаш районĕ/ сăнав-производство, çавăн пекех Волков, Журавлев, Исаев фермер хуçалăхĕсен тата ыттисен çĕр улмин тĕрлĕ сорчĕсемпе паллашма пултарчĕç, вĕсенчен пĕçерсе-ăшаласа хатĕрленĕ çимĕçе тутанса пăхрĕç.

900 тăваткал метр йышăнакан курав çĕр улми ÿстерес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе, тухăçлă сорт-гибридпа, ÿсен-тăрана хÿтĕлемелли тĕрлĕ им-çампа, “иккĕмĕш çăкăра” упрамалли тата тирпейлемелли паянхи кун шайĕнчи технологипе анлăн паллаштарать. Кунта хутшăннă предприятисем пирки ытларах пĕлме, опытпа паллашма, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме май пур. Кураврах вăрлăх çĕр улми те сутрĕç. 2009 çулта “иккĕмĕш çăкăрпа” тивĕçтерес енĕпе килĕшÿсем те çырăнчĕç.

Курава килнисем ярмăркка-курав ĕçĕпе кăмăллă. Акă хăшĕ-пĕрин шухăшĕ.

Х.Идиатуллин, Комсомольски районĕнчи “Çĕр улмине мухтав” çĕр ĕç фирмин генеральнăй директорĕ:

- Халиччен çакнашкал форумсем Мускавра иртетчĕç. Ку хутĕнче вара ăна Шупашкарта йĕркеленĕ. Чăваш Еншĕн ку пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пире çĕнĕ партнерсем тупас, ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес енĕпе пысăк пулăшу кÿрĕ.

Н.Глухов, Патăрьел район пуçлăхĕ:

- Курава аван тата вăхăтра йĕркеленĕ. Çĕр улми лартас тапхăр инçе мар. Паян вăрлăх кирлĕ. Кунта вара паха сортсене, техникăна кăтартаççĕ.

В.Матросов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Санкт-Петербургпа Ленинград облаçĕнчи суту-илÿпе экономика представителĕ:

- Форум республикăра çулталăкне 1 млн тонна çĕр улми çитĕнтермелли тĕллеве пурнăçламалли çул-йĕре уçса парать.

А.Бадиров, Шупашкар районĕнчи “Туруновский” ЯХПК председателĕ:

- Çакăн пек форум питĕ кирлĕ. АПК умне çĕр улми производствине ÿстерме тĕллев лартнă. Эппин, ăна ăçта вырнаçтармалли пирки те шухăшламалла. Çак майсем шăпах çак куравра палăраççĕ.

О.Шкатов, “Радонеж” ООО генеральнăй директорĕ /Мускав/:

- Кунта нумай предприяти представителĕ пухăннă. Вĕсемпе ĕçлеме питĕ кăмăллă. Эпир экологи тĕлĕшĕнчен таса çĕр улми ÿстермелли технологипе ĕçлетпĕр. Кунта чылай предприятипе туслашма ĕлкĕртĕмĕр.

Ĕнерех Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче “Çĕр улми çитĕнтерес ĕçри инноваци аталанăвĕн малашлăх тĕллевĕсем” ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. “Иккĕмĕш çăкăра” туса илес тĕлĕшпе вăй хуракан специалистсем ку отрасльти çĕнĕлĕхсене сÿтсе яврĕç, вăл паян та ĕçлĕ.



"Хыпар"
20 февраля 2009
00:00
Поделиться