АЛРАН КАЙМИ АКИ-СУХИ
Шăпах çакна тĕпе хурса эпĕ 2009 çула Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтертĕм”. Ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас тĕлĕшпе вырăнти влаç еплерех ĕçлесе пыни тата малашлăх тĕллевсем çинчен Шупашкар район пуçлăхĕ А.П.КНЯЗЕВ каласа парать.
Пуçа усас марччĕ
ПРЕЗИДЕНТ сăмахне итленĕ чухне çакăн пек шухăш тĕвĕленчĕ: темĕнле кăткăс лару-тăрăва та тÿссе ирттернĕ эпир, çапах хуçăлман, малаллах талпăннă. Халĕ уйрăмах кăмăл-туйăм çирĕплĕхĕ, ума лартнă тĕллевсене çине тăрса пурнăçа кĕртсе пыни кирлĕ.
Çĕр-аннемĕр сĕткенĕпе ÿснĕ çыншăн унран хакли нимĕн те çук. Вăл пире тăрантараканĕ, вăй-хал параканĕ. Çавăнпа 2009 çула “Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ” тесе йышăннине ырласшăн эпĕ. Чăваш сĕм авалтанпах хăйĕн ÿркенменлĕхĕпе тата вăр-варлăхĕпе ырă ята тивĕçнĕ. Ялшăн тăрăшнине вăл курăмлă та сумлă ĕçсемпе тавăрасшăн.
Çакна хамăр район тĕслĕхĕпе çирĕплетес тетĕп. Кăçал тĕш тырă енчен пуян эпир.
Пĕтĕмпех хамăртан килет. Темиçе çул каялла этем факторĕ пирки нумай калаçатчĕç. Хура ĕçре пиçĕхнĕ çын чăннипех хисепе тивĕç. Акă “Приволжское” хуçалăхри Михаил Эткеров комбайнер кăçал
Аталанма шанчăклă никĕс пур
ПАЯН апат-çимĕç сентрисем ют çĕршывран кÿрсе килнĕ таварпа тулса ларнине пурте куратпăр. Чикĕ леш енчен турттарни йÿнĕрех ларать-мĕн, хамăр хресчене вара пăвса хума та юрать имĕш. Раççей правительстви пирĕн сăмаха илтрĕ курăнать. Çĕнĕ çул умĕн Владимир Путин премьер апат-çимĕç импорчĕн шайне чакарасси çинчен пĕлтерчĕ. Татăклă та çирĕп çакнашкал утăма тахçанах кĕтнĕ эпир. Сăмахран, чикĕ леш енче туянакан чăх-чĕп продукцине 30 пин тонна таран чакарма йышăннă. Раççей ял хуçалăх рынокне илсен çав тери сисĕмлĕ цифра мар ку. Калăпăр, пирĕн район çеç 11 уйăхра 16 пин тонна кайăк-кĕшĕк продукцийĕ хатĕрлерĕ. Кунсăр пуçне 39, 5 пин тонна сĕт-çу, чĕрĕ виçепе 527 тонна сысна какайĕ, 876 тонна выльăх ашĕ хатĕрленĕ. Усă куракан кашни
Пирĕн тăрăхра кайăк-кĕшĕкĕн виçĕ пысăк фабрики вырнаçнă. Районăн выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн калăпăшĕнче вĕсен тÿпи 93 процент /!/. “АПК аталанăвĕ” наци проектне ĕçе кĕртсе “Чăваш бройлерĕ”, “Шупашкар бройлерĕ” акционер обществисем тата “Шупашкарти чăх-чĕп фабрики” юлташлăх хальхи çĕнĕ технологисем çине куçса пыраççĕ. Производство культури пысăк шайра.
Ÿсĕм хăй тĕллĕн килмест. Хушнă ĕçшĕн яваплăха туйни, пуçарулăх кăтартни, паянхи кăтартусемпе çырлахса пурăнманни - акă вăл ÿсĕм çăл куçĕ. Юлашки çулсенче “Шупашкар бройлерĕ” продукци калăпăшне 1, 4 хут ÿстерсе тулли хăватпа ĕçлеме пуçларĕ. “Шупашкарти чăх-чĕп фабрики” юлташлăхра чĕп ÿстерекен цех хута кайрĕ. Калас пулать: производствăна çĕнетме предприятисем пысăк кредит илнĕ, çавăнпа халĕ пурин те çанă тавăрса ĕçлеме тивет. Палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕрес пирки иккĕленÿ çук пирĕн, мĕншĕн тесен аталанса вăй хушма шанчăклă никĕс хывнă. Чи кирли - пултаруллă ертÿçĕсем, аптраман тавраш - ĕçрен писмен халăх пур.
Кăткăс тапхăрта та малашлăх проектсене чарса лартман эпир. “Ольдеевская” хуçалăхра икĕ выльăх ферми тата ĕне сумалли тепĕр цех хута яма мехел çитерчĕç. Витесенче ку чухнехи оборудовани вырнаçтарнă. Лайăх пахалăхлă продукци тÿрех хулана ăсанать. Хуçалăхсем ăратлă выльăх туянаççĕ. Сысна самăртакан “ТП Сувар
Сывă ÿтре - сывă ăс-тăн
ÇАПЛА калаççĕ халăхра. Хамăн тăван кĕтесре - Апашра - асамлă сиплĕ çăл куçа уçма хутшăнма тÿр килчĕ. Халăх чылай пухăннăччĕ. Çак тăрăхра çĕр айĕнчен сиплĕ шыв тапса тăни çинчен унчченех илтнĕччĕ-ха, вăл этем сывлăхĕшĕн питĕ усăллине ваттисем пĕрре мар каласа панă. Анчах çав вырăнсене йĕркене кĕртме ниепле те ал çитереймен курăнать. Ÿпкевĕ паллах вырăнти влаçсене пырса тивет.
Хамăр çине тăмасан кама кĕтсе пурăнмалла-ха? Тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ çветтуй çăл куç патне паян ку тăрăхри ялсенче пурăнакансем çеç мар, инçе çула тухнисем те пырса çÿреççĕ. Сăваплă вырăна чун туртать. Чăнах та, пурин те сывлăхлă, ытлă-çитлĕ пурăнас килет. Ял халăхне медицина пулăшăвĕ парассипе ĕç чылай-ха. Раштавăн 4-мĕшĕнче Мăн Пÿкассинче фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Хуларинчен пĕртте кая мар сывлăх учрежденийĕ, тен, вĕсенчен хăтлăрах та пулĕ.
Тĕп хуламăрпа çывăх пурăнатпăр та - пирĕн унти сиплев шайне танлаштарма сăлтавĕ пур. Çав вăхăтрах кадрсене, çамрăк специалистсене вырăнта çирĕплетсе хăварас ыйту çивĕч. Федерацин “2010 çулчченхи ялăн социаллă аталанăвĕ” программипе килĕшÿллĕн çичĕ çамрăк специалиста патшалăх пулăшать. Пилĕк специалиста 1253 пин тенкĕлĕх социаллă пулăшу пама йышăннă. Ултă çемье çурт-йĕр çавăрма 1571 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ.
Хăйсен пурнăçне ялпа çыхăнтарнисемшĕн пÿрт тăвасси çăмăл ĕç мар. Нушине хам тÿссе курнипе çапла калатăп. Май çитнĕ таран пулăшу кÿретпĕр-çке. Çĕнĕ çула кăçал 16 çемье çĕнĕ çуртра кĕтсе илĕ. Федераци хыснинчен пуçланă стройкăна вĕçлеме е хатĕр хваттер туянма 4146 пин тенкĕ уйăрчĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен 2008 çулта районти 32 çамрăк çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла. Кăçал строительсем япăх мар ĕçлерĕç. Пурĕ 48200 тăваткал метр çурт-йĕр туса пĕтермелле, ку пĕлтĕрхинчен 17 процент ытларах.
Пирĕн яла пырса кĕрсен...
ЯЛĂН социаллă сăн-сăпачĕ улшăннă май пирĕн йăла культури те ÿссе пырать. Президент Çырăвĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен инвестици илĕртÿлĕхне çĕклесси çинчен уйрăммăн каланă. Кашни яла газ кĕртсе, асфальт çулпа çыхăнтарса пысăк ĕç турăмăр, килес çул ял урамĕсенче те яка çул сарĕç. Çак тĕллевпе патшалăх укçа нумай уйăрать. Кунсăр пуçне “Таса шыв” программăпа тăрăшса ĕçлеме тивĕ.
Экономика аталанăвĕнче çул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăккине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа харпăр хăй тĕллĕн выльăх усракансемпе фермер хуçалăхĕсемшĕн лайăх майсем уçăлаççĕ. Экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илсе хушма тупăш илмелли условисем туса паратпăр. Хăш-пĕр цифра илсе кăтартасшăн. Районти сĕтĕн 76, 5 процентне тата аш-какайăн 16, 6 процентне халăх туса парать. Эппин, ăна çăмăллатнă кредит сывлăш пекех кирлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 425 уйрăм çын хуçалăхĕ 66, 1 миллион тенкĕлĕх кредит илчĕ банкра. Пурĕ вара çак çулсенче 2175 çемьепе фермер хуçалăхне 335, 9 миллион тенкĕлĕх кивçен укçа панă. Банк тытăмĕнчи лару-тăру йĕркеленсе çитсен килес çул хресчен шухăш-кăмăлĕ улшăнмĕ. Эпир ыррине шанма хăнăхнă вĕт.
Пирĕн пурте лайăх, ĕç-пуç ăнса пырать теме иртерех. Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕнче пире усă курман çĕрсемшĕн хытах ят тиврĕ. Çак çитменлĕхе пĕтересшĕн. Тыр-пул, пахча çимĕç тухăçне ÿстерес ĕçре ахаль выртакан çĕр лаптăкĕсемпе те анлăрах усă курма тĕллев лартатпăр.
Вăхăт шав малалла. Çывхаракан Çĕнĕ çул ячĕпе эпĕ мĕн пур ял çыннине ырлăх-сывлăх, телей сунасшăн. Сирĕн ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.