КИВВИ КИВЕТЕТ, ÇĔННИ ÇĔНЕТЕТ
Шел, çак чăнлăха чылай çĕрте шута хумаççĕ. Чăваш Ен техникăна тĕрĕслекен патшалăх инспекцийĕн ертÿçи Владимир Димитриев каланă тăрăх, кăçал ирттернĕ “Трактор” уйăхлăх вăхăтĕнче çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнман 264 машинăна, техника хăрушсăрлăхне пăснă 193 машинăна, тăван тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултарнă 97 машинăна тытса чарнă, 198-ăшне ниçта та шута илмен. Чылай машина патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухман, вĕсене тракторист-машинист удостоверенийĕсĕр çынсем
тытса пынă.
Нумай чухне йĕркесĕрлĕх механизатор-машинист тимсĕрлĕхĕнчен килет. Çав хушăрах техника службин инженерĕсемпе ертÿçисен айăпĕ те пысăк. Вĕсем машинăсен юсавлăхне, хуçисен сывлăхне тĕрĕслемесĕр техникăна çула тухма ирĕк параççĕ. Ахальтен-и инспекторсем тытса чарнă 90 машинăн патшалăх номерĕсем, çул çине тухма ирĕк паракан талонсем, çул çÿрев хучĕсем пулман.
Техника тĕрĕслевĕн республика патшалăх тĕп инспекторĕ пĕлтернĕ тăрăх Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Елчĕк районĕсенче техникăна хисеплеççĕ пулсан, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Тăвай районĕсенчи чылай хуçалăх пирки ун пек калаймăн.
Юсавсăр техника хуçине итлемест. Агропромышленноç комплексĕнче кăçал инкек-синкеке 15 хутчен шута илнĕ. Ытларах чухне çур аки пынă кунсенче, выльăх апачĕ хатĕрленĕ чух, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра. Ултă инкекре çынсем вилмеллех аманнă. Ял хуçалăх машинисем е çул хĕррине ÿпĕннĕ, е пĕр-пĕринпе çапăннă, е вĕсене вут-çулăм хыпса илнĕ. Механизаторсем руле ÿсĕр пуçпа тытса пынă, хирте çывăрса кайнă çын çине пырса кĕнĕ т. ыт. те. Пĕр сăмахпа, машинăпа ĕçленĕ чухне техника хăрушсăрлăхне пăхăнманни нихăçан та ырри патне илсе пыман.
Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ май техникăна юсаса хĕл каçарма вырнаçтарса лартасси уйрăмах тĕп вырăнта. Нумай пулмасть республика районĕсенчи инженер-механиксем Муркаш районĕнчи “Герой” ЯХПКна пухăнчĕç. Курмалли, вĕренмелли самаях пулчĕ вĕсем валли. Хуçалăх техникăна хĕл валли упрама лартассипе республикăра çуллен малти вырăнсене йышăнать. Кăçал та çаплах. Комбайнсене хÿтĕ çурта вырнаçтарса лартнă, ураписене шуратнă, тутăхма пултаракан пайсене çу сĕрнĕ е типĕ çĕре куçарса хунă. Тракторсем, ял хуçалăх машинисем уратасем çинче. Машина-трактор паркĕн территорине бетон сарса çирĕплетнĕ. Район пуçлăхĕ Юрий Иванов каланă тăрăх Ильич, Суворов ячĕллĕ, “Ударник”, “Свобода” хуçалăхсенче те техникăна тирпейлĕ упраççĕ. “Çип çинçе çĕртен татăлать, - терĕ Юрий Александрович. - Районта ял хуçалăх техники тĕлĕшпе татса паман ыйту чылай. Хăш-пĕр хуçалăхра машинăсем 25 е ытларах та çул ĕçлеççĕ. Уй-хир ĕçĕнче çĕнĕ технологи çине куçса пыраççĕ, ун пек чухне киввине юсаса-тÿрлетсе тертленни усă памасть”.
ЧР ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев инженер-механиксене çакăн пирки хытах асăрхаттарчĕ: “Республикăра ял хуçалăх машинисен 75 процентне тахçанах шутран кăларма вăхăт. Иртнĕ ĕмĕртен юлнă ДТсем, “Нивăсем” хуçалăхсене çука тăратса хăвараççĕ кăна. Уй-хир ĕçне çĕнĕ технологи çине куçма çĕнĕрен туяннă машинăсем кăна пулăшаççĕ. Çавăнпа хуçалăх ертÿçисен машина-техника паркне çĕнетме тăрăшмалла”.
Республикăра ку тĕлĕшпе юлашки çулсенче лару-тăру йĕркене кĕрсе пыни сисĕнет. Ял хуçалăх министерствипе муниципалитет районĕсем тунă килĕшÿ тăрăх вырăнсенче 210 трактор, тĕш тырă пухмалли 86 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлемелли 29 машина туянмалла. Министерствăн инновацисен, отрасль аталанăвĕн тата çĕр ĕç пайĕн ертÿçи Алексей Самаркин пĕлтернĕ тăрăх, çĕнĕрен техника туянас енĕпе Комсомольски районĕ пуçаруллă. Кунта 13 тĕш тырă комбайнĕ, тракторсем туяннă, выльăх апачĕ хатĕрлемелли техникăна чылай çĕнетнĕ. Район тыр-пулăн çирĕм процентне яхăн çĕнĕ комбайнсемпе пухса кĕртнĕ.
Çĕнĕ техника туянас енĕпе яланхи пекех Сĕнтĕрвăрри, Куславкка районĕсем юлса пыраççĕ. Патăрьел районĕ те машина-трактор паркне çĕнетес енĕпе икĕ енĕ палăртнă килĕшĕве пурнăçламан.
Хальхи вăхăтра республикăра çĕр улмин 55 процентне, тыр-пулăн 30-35 процентне çĕнĕ технологипе туса илеççĕ. 2010 çул тĕлне çак кăтартăва тыр-пул туса илессипе 80 процента, çĕр улми енĕпе 100 процента çитермелле.
Муркашри канашлура министр çакна палăртрĕ: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Ен аграрийĕсен умне çакăн пек тĕллев кăларса тăратрĕ: çитес вăхăтра çулталăкра пĕрер миллион тонна тĕш тырă тата çĕр улми туса илмелле. Çакна пурнăçлама хальхи вăхăтра тĕп фондсене /ял хуçалăх машинисемпе транспорт хатĕрĕсене/ çĕнетме проект хатĕрлеççĕ, ку Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн пурлăхпа техника никĕсне малалла çирĕплетессине пĕлтерет. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 19, 3 миллиард тенкĕ.
Михаил Игнатьев ял хуçалăхне техника парса тăракансене сервиса тĕпрен çĕнетме сĕнчĕ. “Завод-хатĕрлевçĕ айăпĕпе техника пĕр минут та ĕçсĕр тăмалла мар”, - терĕ вăл.