Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики

Ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, тĕллевсене палăртрĕç

Октябрĕн 10-мĕшĕнче районти зооветспециалистсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕн кăçалхи 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, тăваттăмĕш квартал тĕллевĕсене палăртрĕç. Вĕсем вара пĕчĕк мар: çулталăк вĕçнелле сăвакан ĕнесен хисепне 1475 пуçа, кашни ĕнен вăтам продуктивлăхне 4 пин килограма çитермелле, кашни 100 ĕне пуçне 85 пăруран кая мар илмелле.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн зоотехника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-эксперчĕ Г. Матвеев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче хуçалăхсем аш-какай — 7288, сĕт 450476 центнер туса илнĕ, кашни ĕнен вăтам продуктивлăхĕ 3105 килогрампа танлашнă. Ку кăтартусем иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен пысăкрах. Аш-какай туса илессине “Прогресс”, “Красное Сормово”, “Таябинка” пĕрлешÿсем, “Гигантпа” В. Васильева ХФХ иртнĕ çулхинчен 88—74—27—12, 3—10 процент ÿстернĕ. Çав хушăрах ку енĕпе “Рассветпа” “Янмурзино” япăх ĕçленĕ, аш-какай пĕлтĕрхи çав вăхăтринчен 61, 4—38, 3 процент чухлĕ сахалрах туса илнĕ.

Сĕтпе “Красное Сормовопа” “Шатьма”, “Прогреспа” “Волит” пĕрлешÿсем, В. Васильева ХФХ лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсенче ку продукци иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 147—50—19, 7—24, 7—18, 6 процент ытларах пулнă. “Янмурзинопа” “Досаево” хуçалăхсем, тепĕр май, 38, 8—22, 6 процент чухлĕ чакарнă.

“Караевори” Надежда Фоминапа Светлана Хлебнова дояркăсем хăйсене шанса панă ушкăнри кашни ĕнерен 9 уйăхра вăтамран — 4393, Мелания Васильева (“Шатьма”) 4131 килограмм сĕт суса илнĕ. Владимир Александровпа Галина Пименова, Галина Фомина (виççĕшĕ те “Караево”) хăйсене шанса панă çулталăк çитичченхи пăрусене талăксерен вăтамран 648 грамшар ÿт хуштарса пынă. “Волит” пĕрлешÿри Алевтина Ефимова техник-осеменатор кашни 100 ĕне пуçне — 88, Алина Ильина (“Нива”) 63 пăру илнĕ. Вĕсем ыттисемшĕн хăйне май маяксем шутланаççĕ.

Районти хуçалăхсенче, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ — 236, сыснасен 272 пуç чакнă. “Таябинкăра” сыснасен йышне 463 пуç пысăклатнă. Сысна хăвăрт ĕрчекен тата çитĕнекен чĕр чун. Юлашки вăхăтра унăн ашĕ те хакланчĕ. Килограмĕшĕн 75 тенкĕ параççĕ. Çавăнпа та хуçалăхсенче ку чĕр чунсене ĕрчетесси çине ытларах тимлĕх уйăрмалли пирки асилтерчĕ канашлура Геннадий Николаевич.

Умра — яваплă тапхăр. Фермăсене хĕле хатĕрлес тĕлĕшпе район пуçлăхĕ пĕлтернĕ ик уйăхлăх хыçа юлчĕ. Анчах çав вăхăтпа туллин усă курса юлчĕç-и-ха вырăнсенче? Çук çав. Акă обществăлла выльăх-чĕрлĕхе ытлăн-çитлĕн хĕл каçарма районĕпе утă — 4114, сенаж — 5940, силос — 14038, фураж — 8433, улăм 5100 тонна хатĕрлемелле пулнă пулсан, октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне утă — 3150, сенаж — 6390, силос — 8010, улăм — 5500, фураж 7150 тонна пулнă. Янтăланă мĕн пур апата хальлĕхе тĕрĕслев витĕр кăларман-ха. Тĕрĕсленĕ утăн 14 проценчĕ класа ларман. “Красное Сормово” пĕрлешÿ кăçал та выльăх апачĕ хатĕрлессипе лайăх ĕçлерĕ. Кунта кашни условнăй выльăх пуçне 26 центнер апат единици хатĕрленĕ. Сенаж, утă пахалăхлă.

Ик уйăхлăх вăхăтĕнче выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех витесене юсаса йĕркене кĕртме, шалта дезинфекци туса стенасене шуратма палăртнăччĕ. “Шел, “Гигантпа” “Красное Сормовора”, “Янмурзинора” витесене дезинфекцилемен. Хăш-пĕр хуçалăхсенче те вите стенисене шуратман”, тесе пĕлтерчĕ канашлура выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачĕ В. Николаев.

— Тĕллев çине тухма пирĕн куллен кашни ĕнерен 9, 4 килограмм сĕт суса илмелле. Паян ку кăтарту 10 килогрампа танлашать. Ĕнесен продуктивлăхне ÿстерме тăрăшмалла, — палăртрĕ Геннадий Николаевич. Çулталăкра 3500 килограмм тата унран ытларах сĕт антаракан кашни ĕнешĕн патшалăх укçа хушса тÿлет. Апла-тăк продуктивлăха ÿстерни хуçалăхсемшĕн усăллă. Унпа усă курма тăрăшмалла.

Çанталăк сивĕтсех пырать. Витесене ăшăтма вăхăт, шăтăк-çурăксене хупламалла, тăрăсене, алăксене йĕркене кĕртсе çитермелле. “Ăшă вите çур апат” тесе ваттисем ахальтен каламан ĕнтĕ. Çакăн пирки тепĕр хут асилтерчĕç те канашлура. Ун ĕçне ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров пĕтĕмлетрĕ. Вырăнсенче зооветспециалистсен хăйсен яваплăхне ÿстермеллине асăнчĕ. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх йышне хăпартма халăхран ĕне выльăхсем илессине йĕркелеме ыйтрĕ. Çулталăк вĕçне çынсенчен 185 ĕне выльăх туянса вĕсен йышне хуçалăхсенче 6446 пуçа çитермелли, ку тĕлĕшпе район пуçлăхĕ йышăну кăларни çинчен пĕлтерчĕ. Юрий Данилович ял тăрăхĕсенче ĕне выльăхсен йышне тăрук чакарма кирлĕ марри, кĕçех сĕт хакĕ ÿсмелли пирки асилтерчĕ.



"Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)
14 октября 2008
00:00
Поделиться
;